Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асап тӑвӗ ҫине ҫаруран...

Ҫеҫпӗле ҫывӑх пулнӑ ҫын Н. Рубис ӑна Аслӑ Асаплануҫӑпа (Великий Страдалец) танлаштарнӑ: «Аслӑ Асаплануҫӑ — ҫапла калама хӑятӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пурнӑҫне тӗрӗссӗн кӑтартать. Михаил Кузьмичӑн пурнӑҫӗ вӗҫсӗр-хӗрсӗр асапланура иртрӗ-ҫке: чир-чӗрӗ, выҫлӑх, хаяр элек, телейсӗр юратӑвӗ...» Хӑйӗн пурнӑҫӗ Асап ҫулӗ ҫинче пулнине поэт аван ӑнланнӑ. «Асаплану — ман пурнӑҫӑн саккунӗ», — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн А.Червякова патне 1921 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче.
Асаплану ҫулӗ Ҫеҫпӗле сарӑмсӑр вилӗм патне кӑна мар, поэзири вилӗмсӗрлӗх патне те илсе тухнӑ. Асапланма пӗлни унӑн поэт чунне ҫӗкленӗ, ҫынсене юратма вӗрентнӗ. Асаплану Ҫеҫпӗлӗн идеалӗсем чӑн пурнӑҫринчен урӑхларах пулнинчен те нумай килнӗ. Маларах ҫак трагеди пӗтӗм интеллигенци шӑпинче палӑрни ҫинчен каласа хӑварнӑччӗ ӗнтӗ. Ахальтен мар поэтӑмӑр НЭПа йышӑнман, унӑн идеалӗ ҫынсен Библири пек пӗрлӗхӗ пулнӑ. Ҫынлӑха тӗпе хунӑ пӗрлӗхре чунсӑрлӑхпа чурӑслӑх валли вырӑн пулман. Ҫеҫпӗл вара шӑпах та ҫавсене хирӗҫ тӑма хал ҫитереймен. Поэтӑмӑра ытларах чунсӑр чиновниксем хуҫса ӳкернӗ. Хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырать: «Чунсӑр, суеҫӗ ҫынсен аллинчи вылямалли тетте пек курӑн-ха. Вӗсем кулнине, мӑшкӑлланине тӳс!.. Мӗн тери ансат пурнӑҫ. Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук. Йӑлтах куҫ умӗнче». Ҫавӑн йышши бюрократсене поэт «коммунизм чиновникӗсем» тесе йӗплет, ҫав ҫынсем пур чухне ҫутӑ малашлӑха кайма май ҫукне кӑтартать, тӑванлӑх пӗрлӗхӗ пулмасса туйтарать.
Ҫеҫпӗл идеалӗпе хирӗҫӳлӗхӗ вӑл Киев хулинче пурӑннӑ тапхӑрта татах та ҫивӗчленет. Ку вӑхӑт тӗлне унӑн романтикӑлӑхӗ пуҫӗпех сӗвӗрӗлсе пӗтет. Пурнӑҫ ҫине вӑл выҫӑпа вилекенсен куҫӗпе пӑхать, Ирӗклӗх, Пӗртанлӑх идейисене шанма пӑрахать. «Каллех пӗрисен чухӑнлӑхӗ те теприсен пуянлӑхӗ, — ӳкӗнсе ҫырать поэтӑмӑр Ф.Пакрышень патне. — Хӑрушӑ тӗлӗклӗ ӑмӑр кунсене ҫутӑлтаракан ҫутӑ пайӑрки ӑҫта-ши? Мӗн тери тертлӗ, мӗн тери йывӑр».
Ҫав тапхӑрта поэт хӑйне хӑр-тӑлӑххӑн туйнӑ. Ҫакӑ илсе кӑтартнӑ ҫырӑвӑн малалли йӗркисенче те аван курӑнать: «Федя! Ан ман мана! Ҫак тӗнчере эпӗ пӗр-пӗччен. Ют тӑрӑхра _ ан ман мана. Пиччем пул маншӑн. Вара мана асапланӑвӑма тӳссе ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ. Ҫапла пурнӑҫ пурри ҫинчен малтан эпӗ шухӑшлама та пултарайман».
Юлашки тапхӑрта ҫырнӑ сӑввисен айне Ҫеҫпӗл «Манӑҫнӑ Мишша» («М.Забытый») тесе алӑ пуснӑ. Чӑн та, ку тӗле хаклӑ ҫыннисем унӑн ҫумӗнче пулман ӗнтӗ. Чи юратнӑ ҫынни — ашшӗ — ҫӗре кӗнӗ. Савнӑ тусӗ Нуся (А.Червякова), инҫетре пурӑнаканскер, хӑй ҫинчен хыпар-хӑнар туман т.ыт.те. Ҫапах та вӑл хӑй манӑҫа тухнӑран мар, урӑххишӗн куляннӑ. Ҫеҫпӗл 1922 ҫулта ҫур кунне аташнӑ выҫлӑх ҫулне хӑй нимӗнпе те пӳлейменнишӗн тӑвӑлнӑ. Н.Рубиса вӑл ун чухне: «Эпӗ хама хам ытлашши туйсассӑн, ҫак пурнӑҫран кайма хал ҫитерейӗп», — тенӗ имӗш. Выҫлӑха пула Атӑл тӑрӑхӗнчен тарса килнӗ ҫынсене вырнаҫтаракан инспектор пулнӑ май, вӑл хӑй ҫак ҫӗр ҫинче «ытлашшине» 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-ӗшӗнче ӗненсе лартнӑ. Ҫав кун пулса иртни унӑн юлашки утӑмне тутарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Н.Рубис ҫапла аса илет: «А.Г. Свистельник ун чухне уездри ҫӗр пайӗн заведующийӗн Нестер Савченкӑн пӳлӗмӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта Михаил Кузьмич кӗнӗ те хӑй ҫул ҫинче икӗ ачаллӑ чӑваш хӗрарӑмне курни ҫинчен пӗлтернӗ, — лешсем выҫӑпа касӑлса вилес патнех ҫитнӗ, тин ҫеҫ ҫитнӗ те, ниҫта та вырнаҫма ӗлкӗреймен-ха — вӗсем валли ҫӑкӑр ҫыртарма ыйтнӑ вӑл. Савченко килӗшмен, Михаил Кузьмич вара ҫапла каласа хунӑ: «Эппин, мана тивекен паека парсамӑрччӗ, эпӗ алӑ пусма хатӗр». Савченко кӑтӑрса кайса кӑшкӑрнӑран Михаил Кузьмич пӳлӗмрен чупсах тухса кайнӑ, тепӗр кунне вара унӑн виллине тупнӑ».
Ку вӑл фольклор варинанчӗ. Чӑннипе поэт Укранина ҫыннисен хӳттне кӗни паллӑ. Савчнко кӑшкӑрса тӑкнипе сырлахман ун чухне, Ҫеҫпӗл ӗҫрен хӑтарнӑ тата тӗрмене лартассипе хӑртнӑ пулнӑ.
Ҫеҫпӗл хӑйне тупӑксӑр, ҫаруран, «йытта пытарнӑ пек» пытарма ыйтнӑ иккен. Хӑйне ҫакӑн пек шеллеменнипе вӑл революци тӗрӗслӗхне, унӑн ҫирӗплӗхне ҫӗклесшӗн пулнӑ. Поэт хӑй ҫине алӑ хуни унӑн вӑйсӑрлӑхне, халсӑрлӑхне кӑтартмасть. Ку вӑл поэтӑмӑрӑн тӗрӗс марлӑхпа, чун чурӑслӑхӗпе кӗрешмелли мелӗсенчен чи юлашки те чи хӑрушши: ҫын ҫав тӗрӗслӗхшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемест. Аса илер-ха чӑвашсен ӗлӗк анлӑ сарӑлнӑ «типшарне»: айӑпланӑ ҫын халӑх умӗнче хӑйӗн чысне, ятне упраса хӑварассишӗн тӑшманӑн хапхи юпинчен ҫакӑнса вилнӗ. Тӗрӗслӗхшӗн, таса ятшӑн пурнӑҫ та шел пулман. Ҫак шухӑша Ҫеҫпӗл ҫирӗп тытнӑ, ҫавна пулах пурнӑҫне трагедилле вӗҫленӗ.
Ҫеҫпӗл выҫӑпа вилекенсене пулӑшма тӑнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӑвайман. Тӗрӗслӗхшӗн пыракан кӗрешӳре халсӑррӑн курӑнасси — уншӑн чи хӑрушши. Апла пулсан, — шутланӑ поэт, — ҫав лару-тӑрура хӑй ҫине алӑ хунипе ҫеҫ вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулса юлма пултарайӗ.
Эпир ҫакна ӑнланма тивӗҫ: Ҫеҫпӗл хӑйӗн пурнӑҫӗпе кӑна мар, вилӗмӗпе те мӑнаҫлӑ. Ҫынлӑха, Чунлӑха, Тӗрӗслӗхе тӳрре кӑларассишӗн вӑл хӑйӗн ҫамрӑк пурнӑҫне те, ҫырӑнман сӑввисене те шеллесе тӑман. Акӑ, вилес умӗн ҫырнӑ пӗр сӑввине илсе пӑхар. Унта сӑвӑҫ хӑйӗн халсӑрлӑхӗнчен Нуль ятлӑ сӑнар туса ҫапла ҫырать:

Чунӑм савнӑ, юратнӑ Нуль,
Кураймастӑп сана, ылханатӑп.
Сана, уссӑрлӑха, саврӑм пуль,
Эс анчах пуль мана пӑталатӑн.
Патӑм пурӑнӑҫа йӑлт сана,
Ил ак — ывӑс ҫинчех ман чӗремҫӗм
Чӗрӗ, йӑмӑх юнпа пӑсланать...
Ӗнтӗ ку — юлашки кучченеҫӗм.

Мӗн чухлӗ хӗрхенӳсӗрлӗх, юлаш¬ки вӑй-хала пухса, шӑла ҫыртса хӑйне хӑй айӑплани. Чӑн-чӑн трагеди ҫыранӗ хӗрринче тӑнӑ чухне каланӑ юлашки сӑмахсем.
Ҫеҫпӗл хӑйӗн ӗмӗрне килӗшӳлӗх, гармони енне ӑнтӑлса ирттернӗ. Чи малтанах ҫав килӗшӗве вӑл хӑйӗнче курма ӗмӗтленнӗ. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ идеала пӑхӑнтарса хӑйне хӑй туптанӑ сӑвӑҫ, ҫав идеалпа ӳссе пынӑ. «Ҫеҫпӗлӗн «Эп» текенни пур енчен те лайӑхланса ӳссе пынӑ... — ҫырать Н.Рубис П.Бекшанский патне. — Пурнӑҫ чӑнлӑхӗ вара, вӑл хӑй ӑнланнӑ тӑрӑх, унӑн идеалӗнчен питех те инҫетре тӑнӑ...»
Ҫеҫпӗл пурнӑҫа ӗмӗчӗ-шухӑшӗ еккипе ярасшӑн ӑнтӑлнӑ, анчах та вӑхӑт шунӑҫемӗн вӗсем икӗ еннелле пӑрӑнсах кайнӑ. Ку вӑл, каланӑччӗ ӗнтӗ, Ҫеҫпӗлӗн тата унӑн ӳсӗмӗн Пысӑк Инкекӗ.
Поэтӑмӑр хӑйӗнпе нихӑҫан та кӑмӑллӑ пулман. «Эсир, хитрисем тата вырӑссем, — тесе ҫырать Ҫеҫпӗл хӑйӗн савнийӗ патне, — илемсӗр чӑваш ачин шӑпи мӗн тери инкеклине нихӑҫан та ӑнланаймӑр...» А.Свистельник аса илнӗ тӑрӑх, чӑваш сӑвӑҫи хӑй Н.Рубиса савни, анчах та ҫак юрату телейсӗр пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Тӗп сӑлтавне Ҫеҫпӗл хӑй вырӑс мар пулнинче курнӑ иккен. Ҫав туйӑм унӑн «Юншӑх» калавӗнче те вӑйлӑ палӑрать.
Ҫеҫпӗл нацисен хушшинчи танмарлӑха питех те ҫивӗч туйма пултарнӑ, пӗр халӑх теприне кӳрентерессинчен асӑрханнӑ, хӑранӑ та. Ҫакӑ вӑл чӑвашсем нумай ӗмӗр хушши наци пусмӑрӗ, тӗрлӗ кӳрентерӳ тӳссе ирттернӗрен килнӗ ӗнтӗ.
Ҫеҫпӗл хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене хаяррӑн питлени вӑл хӑйне мӗскӗнлетнине пӗлтермест. Ҫапла майпа поэт хӑйне ҫирӗплетсе, аталантарса пынӑ. Ҫакӑ вара унӑн таса идеалне, — пӗртанлӑх тата ирӗклӗх шухӑшӗсене — упраса хӑварма пулӑшнӑ.
Ҫапларах утнӑ Аслӑ Асаплануҫӑ Асап тӑвӗ еннелле: хӑйӗн ирӗкӗпе, ӗмӗтри ҫутӑ тӗллевӗпе ырӑ идеалӗсене сивлемесӗр, хӑйне шеллемесӗр (поэтӑн «Паянтан» сӑввине аса илӗр). Пирӗн умра — поэтӑмӑрӑн чи юлашки сӑн ӳкерчӗкӗ (А. Алимасов сӑрӑҫӑ ҫак оригинала тӗпе хурса портрет ҫырчӗ, Ҫеҫпӗлӗн ҫӗнӗ, пире паллӑ мар сӑнне кӑларчӗ). Варринче — Аслӑ Асаплануҫӑ, вӑл пӑталанӑ турӑ ывӑлӗн позинче тӑрать (пуҫне кӑштах пӑрса уснӑ). Мӗн ҫинчен шухӑшлать ҫав хӳтлӗхсӗр, юр ҫинчи чӗрӗ ҫеҫке пек черченкӗ чун? Тен, сӑвӑҫӑмӑр хӑйӗн хыҫӗнчи портупейӑллӑ, ӑшӑ кӗрӗклӗ шыҫмак ҫынсене Христоса Асап тӑвӗ ҫине ҫавӑтса каякан ҫар ҫыннисемпе танлаштарать? Пуҫне вара ҫак йӗркесем аса килеҫҫӗ пулӗ:
Таврара хурахсем ахӑраҫҫӗ,
Тӳресем кӑмӑллӑн кулкалаҫ.
Ҫаруранлӑ ҫӗршыв макӑрать-ҫке,
Ун ҫине витӗнет тӗттӗм каҫ...

Тинкеререх пӑхатӑн та ӳкерчӗкре Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӗп трагедине куратӑн: поэт хӑй — ҫутӑ та черченкӗ ӗмӗт, пӗрлӗхлӗх идеалӗ. Ун хыҫӗн чи ӗмӗлкесем — пурнӑҫ чӑнлӑхӗ (тӳресен, хурахсен иртӗхӗвӗ, вӗсен чун чурӑслӑхӗ т.ыт.те). Вӗсем пӗр-пӗринпе хаяр тӑшмансем. Кӗрӗклӗ эшкер ҫаруранлӑ Асаплануҫа Асап тӑвӗ ҫине ҫавӑтса илсе каять. Унта вара вӗсем ӑна пӑталӗҫ, эрех-йӳҫек ӗҫтерсе мӑшкӑлӗҫ. Куҫне хупас умӗн Асаплануҫӑ хуллен ахлатӗ, хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене калӗ: «Или! Или! Лама савахвани!» Еврей чӗлхинчен куҫарсан вӗсем ҫапларах илтӗннӗ пулӗччӗҫ: «Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! Мӗншӗн мана манса кайрӑн?»
Виталий Родионов


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-14 14:55:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7071 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем